Сӳпенкке Илли (вар. Ил. Сӳпенке) — чӑваш ҫыравҫи. Чӑн ячӗ — Соловьев Илья Тихонович. 1906 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Ҫӗньял Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗнчи Холмск ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура пуҫне хунӑ.
Илья Тихонович Шупуҫӗнчи пуҫламӑш, Ишекри икӗ сыпӑклӑ шкулсенче ӑс пухнӑ. Каярах Шупашкарти рабфакра, педагогика институтӗнче вӗреннӗ.
Самарӑри «Вӑтам Атӑл» журнал редакцинче ӗҫленӗ. Каярах вӑл Кушкӑ пуҫламӑш шкулӗн заведующийӗ пулать, ун хыҫҫӑн ӑна Мӑн Шетмӗри шкул директорӗн пуканне шанса параҫҫӗ.
1942 ҫулта фронта кайнӑ. 1943 ҫулта ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗр ҫапӑҫура пуҫне хунӑ.
Илья Тихонович республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журнал редакцийӗсемпе ҫыхӑну тытнӑ. Хӑйӗн хайлавӗсене вӑл, ытларах енӗпе йӗплӗ шӳтсене, Сӳпенкке Илли псевдонимпа пичетленӗ. Вӗсенче вӑл пурнӑҫри тӗрлӗ ҫитменлӗхсене тӑрӑхланӑ.
Паллӑ хайлавӗсем: «Велосипед», «Протест», «Йӑваш ҫын» памфлетсем, «Цӳзмер» заметка, «Хальхи самана» тӗрленчӗк.